Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Александр Янташ


Александр Янташ (чӑн хушамачӗ, ячӗ: Никифоров Исаак Никифорович) — чӑваш ҫыравҫи, истори ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1914 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗнче Шупашкарта чӗри тапма чарӑннӑ.

1959 ҫултанпа СССР ҫыравҫисен пӗрлӗхӗнче шутланать.

Тӑван Ҫершывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньри тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсене тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех ӑна медальсемпе те чысланӑ.

Пурнӑҫӗ

Ҫамрӑк хресченсен шкулӗнче, Улатарти педтехникумра, Горький хулинчи Партин аслӑ шкулӗнче, ССКП ТК ҫумӗнчи Партин аслӑ шкулӗнче (1955) пӗлӳ илнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ — пуҫланнӑранпа мӗн вӗҫленичченех. Уйрӑм пайӗн комиссарӗ пулнӑ. Пӗр хушӑ дивизи тата ҫар хаҫачӗсен редакцийӗсенче ӗҫленӗ.

Вӑрмарти МТСӑн политпай редакцийӗнче вӑй хунӑ. «По ленинскому пути» (чӑв. Ленин ҫулӗпе) журналӑн секретарӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех «Комммунизм ялавӗ» хаҫатра ӗҫленӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче малтан аслӑ редактор вырӑнне ӑна илнӗ, кайран тӗп редактора лартнӑ. 1955–1968 ҫулсенче издательствӑн директорӗ пулса ӗсленӗ.

1968 ҫултанпа Чӑваш ял хуҫалах институтӗнче студентсене вӗрентнӗ.

Пултарулӑхӗ

Пӗрремӗш ӗҫӗ 1945 ҫулта «Чӑваш коммуни» хаҫатра пичетленнӗ, унта унӑн «Тӑван ҫӗршыв» очеркӗ кун ҫути курнӑ.

Унӑх хайлавӗсенче ытларах пайӗпе вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи самантсем сӑнланнӑ.

Пичетленнӗ кӗнекесем:

Чӑвашла А.И. Куприн калавӗсене, М.А. Шолоховӑн «Поднятая целина» романӑн 2-мӗш кӗнекине, Г. Николаевӑн «Жатва» романне, ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене куҫарнӑ.

Каҫӑсем

Вуламалли



 
Категорисем: Александр Янташ

Тулли верси :: Статья каҫми